Çын
- Çак статья çын тенине пĕтĕмĕшле ăнланасси çинчен; биологилле тĕс çинчен пăхăр: Ăс-тăнлă этем.
Этем (ним. Übermensch) — Фридрих Ницше «Саратуштра çапла каланă» ĕçĕнче хальхи çынран çав тери пахарах уйрăм тĕслĕ çынсене палăртма кĕртнĕ сăнар. Этем, Ф.Ницше теорипе, çын тĕсĕн кун-çулĕнчи тупсăмĕ шутланать, вăл пурнăçăн виталлă аффекчĕсен варри пулмалла. Этем — пурнăçа унăн чи хаяр экстремаллă тăрăмĕсенче ырлакан радикаллă эгоцентрик, çаплах хăватлă ирĕкĕпе кун-çулăн аталану вектăрне тĕл парса Тăвакан.
Этемĕн прототĕсĕ шутне («иртсе каяйми пурнăç виртуозĕсем»), Ф.Ницше Александр Македонскине, Юли Цезаре, Чезаре Борджиана тата Наполеона кĕртнĕ.
Ницшĕн Этемĕн сăнарне темĕн тĕрлĕ вулавĕ пур:
- Христос тĕнĕнчи (Вяч. Иванов Этем вырăнне Иисус Христоса лартнă);
- культорологи (М. А. Блюменкранц Ф.Ницше çак шухăш-ĕмĕтне «ирĕклĕ ăнтăлăвĕн эстетизацийĕ» тенĕ);
- расăллă интерпретаци (Виççĕмĕш райхра Этем ăнлавне раса енчен çирĕпленнĕ несĕллĕ çын).
Ыйту тупсăмĕпе, Этемĕн çак трактовкăсем Ф.Ницше палăртнă сăнарпа хирĕçӳллĕ пулса тухаççĕ.
Цитатăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Çын — чĕр чунпа Этем хушшинчи вĕрен, тĕпсĕрлĕх урлă карнă вĕрен».
- «Турă пĕтнĕ: халĕ пире Этем пурăнни кирлĕ».
- «Мĕн упате, çынпа танлаштарсан? Кулăш е асаплă намăс. Çавăн пекех çын та Этемшĕн пулмалла — кулăш е аспла намăс».
- «Этем — çĕрĕн тупсăмĕ. Сирĕн ирĕк те çакна йышăнтăр: Пултăрах Этем çĕрĕн тупсăмĕ!», «„этемлĕх“ мар, этем — çак чăн тĕлĕ!»
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Можейко М. А. Сверхчеловек 2010 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ. // История философии. Энциклопедия. Минск, 2002, с.931-933
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- nietzsche.ru Ницше пирки сайт
Ку философипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |