Content-Length: 81491 | pFad | https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%98%D0%B7%D0%BE%D0%B3%D0%BB%D0%BE%D1%81%D1%81%D0%B0

Изоглосса — Википеди Контент патне куҫ

Изоглосса

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Изоглосса (грек. isos «танă» тата glossa «чĕлхе, пуплев») — вырăнти калаçу уйрăмлăхĕсем карттă çинче территори тĕлĕшĕнчен мĕнле сарăлнине кăтартакан йĕр (чике). Вырăнти калаçусенче тĕл пулакан фонетика, грамматика, лексика, семантика уйрăмлăхĕсене пурне те карттă çинче ӳкерсе кăтартма пулать.

Тĕрлĕ сăмахсен, грамматика формисен, чĕлхе пулăмĕсен изоглосса пĕр пек мар. Хăш-пĕр чухне темиçе изоглосса карттă çинче юнашар, çума-çумăн пырать е вĕсем пĕрлешсех кайма пултараççĕ; диалектологире ăна изоглоссăсен çыххи (выр. пучок изоглосс) теççĕ. Изоглоссене, вĕсен çыххисене чĕлхе географийĕ тĕпчесе вĕренет.









ApplySandwichStrip

pFad - (p)hone/(F)rame/(a)nonymizer/(d)eclutterfier!      Saves Data!


--- a PPN by Garber Painting Akron. With Image Size Reduction included!

Fetched URL: https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%98%D0%B7%D0%BE%D0%B3%D0%BB%D0%BE%D1%81%D1%81%D0%B0

Alternative Proxies:

Alternative Proxy

pFad Proxy

pFad v3 Proxy

pFad v4 Proxy