Content-Length: 233929 | pFad | https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9F%D0%B0%D0%BD%D0%B0%D0%BC%D0%B0

Панама — Википеди Контент патне куҫ

Панама

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Панама е Панама Республики — Тĕп Америкăра Кариб тинĕсĕпе Лăпкă океан хушшинче, Панама пымакĕнче вырнаçнă. Анăç енче Коста-Рикăпа, тухăçра Колумбипе чикĕленет; çĕр лаптăкĕ — 75 517 тв. çм; шĕкĕр хули — Панама Сити.

Kунта тинĕсçум тропиклă климат; питĕ нӳрĕклĕ, пĕлĕтлĕ кунсем-каçсем тăраççĕ. Çу уйăхĕнчен кăрлача çити - çумăр тапхăрĕ, кăрлăчран çу уйăхĕ таран — типшек сезонĕ. Çĕр пичĕн чылайăшĕ пĕр пек тӳрĕ мар: тусемпе айлăмсем умлă-хыçлă. Чи çӳллĕ вырăнĕ - Де Чирики (Volcan de Chiriqui) вулканĕ (3,475 м). Çĕр айĕнче - пăхăр упранăвĕсем пур, вăрман-йывăç нумай, гидроэлектростанцисем туса лартма хăватлă юханшывсем пур, пулă тата креветка ĕрченĕ вырăнсем те чылай.

Панама çĕрĕсенче хăватлă урагансем тата вăрман çуннисем те пулса иртеççĕ. Юханшывсене ялхуçалăх ĕçĕсен мăшкăлтăк шывĕсене кĕртсе яраççĕ, çавсем пирки пулă ĕрчетес ĕçсене сиен кӳреççĕ. Ним шута илмесĕр тропик вăрманĕсене касни çĕр тухăçне-пуянлăхне начарлатать, тăприсем çумăр шывĕн юхăмĕпе Панама каналне çитсе тултараççĕ.

Йышлăхĕ 3 232 пинĕ çын (2005). Çав шутра:

  • Метиссем (Мestizo) — 70%,
  • Анăç индеецсемпе карибсем — 14%,
  • Европеецсем — 10%,
  • Индеецсем — 6%

Çĕршывра тĕн енĕпе:

  • Католиксем — 85%,
  • Протестантсем — 15%

Панамăра икĕ чĕлхе сарăлнă:

  • Испани чĕлхи (oфициаллă чĕлхе),
  • Акăлчан чĕлхи (14% çын калаçать),
  • Нумай çынсем темиçе чĕлхепе усă кураççĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Панама темăсенче Шаблон:Панама президенчĕсем









ApplySandwichStrip

pFad - (p)hone/(F)rame/(a)nonymizer/(d)eclutterfier!      Saves Data!


--- a PPN by Garber Painting Akron. With Image Size Reduction included!

Fetched URL: https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9F%D0%B0%D0%BD%D0%B0%D0%BC%D0%B0

Alternative Proxies:

Alternative Proxy

pFad Proxy

pFad v3 Proxy

pFad v4 Proxy