Базис
Курӑнакан калӑплав
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Базис (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Ба́зис (ав.гр. βάσις «никĕс») — векторсен векторла уçлăхри йĕркеленÿллĕ (вĕçлĕ е вĕçсĕр) наборĕ (йышĕ), çавăн пекки, хăшĕнче çак уçлăхри хуть те хăш вектор пĕртен-пĕр майпа çеç çав наборти векторсен линилле комбинацийĕ пек палăрăнма пултарать. Базисăн векторĕсене базисла векторсем теççĕ.
Енчен те базис вĕçсĕр пулсан, «линилле комбинаци» тенине тĕллĕхлетме тивет. Кунашкал тĕллĕхлетни палăртавăн икĕ тĕсĕ патне илсе пырать:
- Га́мель базисĕ (акăл. Hamel basis), унăн палăртавĕнче вĕçлĕ линилле комбинацисене çеç пăхса тухаççĕ; абстрактлă алгебрăра усă курăнать, тĕпрен илсен.
- Ша́удер базисĕ, унăн палартавĕнче вĕçсĕр линилле комбинацисене те пăхса тухаççĕ (рет пек сарăмласа); тĕпрен илсен функцилле анализра усă курăнать.
Вĕçлĕ уçлăхсенче базисăн асăннă икĕ палăртавĕ те пĕр пек.
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Репер (геометри) — çывăх ăнлав.
- Ортогоналлĕ базис
- Грёбнер базисĕ
- Рисс базисĕ
- Вĕçлĕ хапаллă уçлăх
- Ялав (математика)
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кутателадзе С. С., Основы функционального анализа. — 4 изд., испр. — Новосибирск: Изд-во Ин-та Математики СО РАН, 2001. — XII+354 c.
Векторсем тата матрицăсем |
||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Векторсем |
| |||||||||||
Матрицăсем |
| |||||||||||
Урăхисем |