Механикăлла хиврелĕх
Хиврелĕх — татти-сыпписĕр талккăшсен механикинче: татăлми талккăшри юнашар пĕрчĕсем пĕрне-пĕри витерекен шалти вăйсене кăтартакан физикăлла кап. Деформаци — унăн, талккăшăн, геометрилле хаписем улшăннине систерет. Сăмахран, татти-сыпписĕр вертикаллĕ штанга çĕклеме тытса тăнă чухне, çав штангăн кашни пĕрчи аяларахри пĕрчĕсем çине пусать. Енчен те шĕвек хупă контейнерта пусăм витĕмĕпе тăрать пулсан, кашни пĕрчĕ юнашарти мĕнпур пĕрчĕсен витĕмне тÿсет. Контейнер чакăлĕсем тата пусăм çуратакан çий (сăмахран, поршень) çавсем патнелле Ньютонăн виççĕмĕш сакунĕпеле килĕшÿллĕн (вăй реакцине кура) тĕршĕнеççĕ. Ку макроскопла вăйсем, чăннипе каласан, питĕ йышлă молекулăсен хире-хирĕç вăйăмĕн тата вĕсем пĕр-пĕринпе çапăннин результачĕ пулаççĕ. Механикăлла хиврелех е, кĕскен каласан, хиврелĕх, час-часах, вăл шутра ку статьяра та, грекла сигма σ саспаллипе паллă тăвăнать.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Писаренко Г. С., Лебедев А. А. Деформирование и прочность материалов при сложном напряженном состоянии. — К.: Наукова думка, 1976. — 416 с.
- Опір матеріалів. Підручник / Г. С. Писаренко, О. Л. Квітка, Е. С. Уманський. За ред. Г. С. Писаренка — К.: Вища школа,1993. — 655 с. — ISBN 5-11-004083-4
- Опір матеріалів: Навч. посіб. для студентів ВНЗ. Рекомендовано МОН / Шваб'юк В. І. — К.: Знання, 2009. — 380 с.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Напруження механічне // Термінологічний словник-довідник з будівництва та архітектури / Р. А. Шмиг, В. М. Боярчук, І. М. Добрянський, В. М. Барабаш ; за заг. ред. Р. А. Шмига. — Львів, 2010. — С. 131. — ISBN 978-966-7407-83-4.