Content-Length: 199752 | pFad | http://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9F%D1%80%D0%B0%D0%B7%D0%B5%D0%BE%D0%B4%D0%B8%D0%BC

Празеодим — Википеди Контент патне куҫ

Празеодим

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Празеоди́м/Praseodymium (Pr)
Атом номерĕ 59
Ансат япалалăхăн курăмĕ Шурă кĕмĕл тĕслĕ, çемçе, туптанакан металл
Атом палăрăмĕсем
Атом масси
(моль масси)
140,90765 а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ 182 пм
Ионизаци энергийĕ
(пĕрремĕш электрон)
526,6 (5,46) кДж/моль (эВ)
Электронсен конфигурацийĕ [Xe] 4f3 6s2
Химилле палăрăмсем
Ковалентла радиус 165 пм
Ион радиусĕ (+4e) 90 101.(+3e) 3 пм
Электронегативлăх
(Полинг шучĕпе)
1,13
Электрод потенциалĕ Pr←Pr3+ −2,35 В
Оксидлав капашĕсем 4, 3
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем
Тачăлăх 6,773 г/см³
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш 27,44 Дж/(K·моль)
Ăшăяраслăх 27,5 Вт/(м·K)
Шăрану температури 1204 K
Шăраннин пайлавла ăшши 11,3 кДж/моль
Вĕрев температури 3785 K
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ 331 кДж/моль
Моль калăпăшĕ 20,8 см³/моль
Ансат япалалăхăн кристалл решетки
Решетке тытăмĕ гексагоналлă
Решетке периочĕ 3,670 Å
c/a танлашăнни 1,614
Дебай температури n/a K
Pr 59
140,90765'
4f36s2
Празеодим

ПразеодимЭлементсен периодикăллă системин 59-мĕш элеменчĕ, лантаноидсен ушкăнне кĕрет.

Празеодима 1885-мĕш çулта австри химикĕ К. Ауэр фон Вельсбах уçнă.Вăл швед химикĕ Мосандер Карл Густав уçнă дидим элемент икĕ çывăх физика-хими пахалăхлă элемент хутăшĕ пулнине палăртнă. Вĕсене вĕл неодим тат празеодим ят панă.

Грек чĕлхинчи грек πράσιος — «çутă-симĕс» тата грек δίδυμος — «йĕкĕреш» сăмахсенчен.

Ытти сайра çĕр металлĕсемпе пĕрле туса илеççĕ. Экстракципе е хромотографипе тата майлă кристаллизицеленĕ чухне празеодим ытти çăмăл лантаноидсемпе пĕрле пухăнать, кайран неодимпа пĕрле уйрăлать. Малала празеодима неодимран 850oC металлотермла е электролизпа уйăраççĕ.

Хими пахалăхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Празеодим металĕ сивĕ сывлăшра майĕпен, 150oC хăвăрт çунса празеодим (III,IV) оксичĕ пулать

12 Pr + 11 O2 → 2 Pr6O11

Празеодим сивĕ шывпа майĕпен, вĕри шывпа хăвăрт хутшăнăва кĕрет:

2 Pr (s) + 6 H2O (l) → 2 Pr(OH)3 (aq) + 3 H2 (g)

Празеодим металлĕ пĕтĕм галогенсемпе хутшăнăве кĕрет:

2 Pr (s) + 3 F2 (g) → 2 PrF3 (s) [симĕс]
2 Pr (s) + 3 Cl2 (g) → 2 PrCl3 (s) [симĕс]
2 Pr (s) + 3 Br2 (g) → 2 PrBr3 (s) [симĕс]
2 Pr (s) + 3 I2 (g) → 2 PrI3 (s)

Празеодим кӳкĕрт йӳçĕкĕпе хутшăнса симĕс тĕслĕ комплекс пулать:[1]

2 Pr (s) + 3 H2SO4 → 2 Pr3+ + 3 SO42 + 3 H2 (g)

Изотопĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


  • R.J. Callow, "The Industrial Chemistry of the Lanthanons, Yttrium, Thorium and Uranium", Pergamon Press, 1967.

Празеодим хакĕ неодим хакĕ пекрех. Хальхи вăхăтра 1 кг 40 доллар яхăн.

Празеоди ионĕсем 1,05 мкм тăршĕллĕ лазер шевлисене пуçарма усă кураççĕ. Празеодим фторичĕ лазер материалĕсен шутне кĕрет. Празеоди оксичĕ кантăк тунă çĕрте çутă симăс тĕс пама усă кураççĕ. Празеодим монотеллурдне хăшпĕр сайра çĕр элеменчĕсенчен тунă термоэлектрика материалĕсен пахалăхне ылмаштарма усă кураççĕ. ТермоЭДС коэффичиенчĕ: 52-55 мкВ/К

  1. ^ Chemical reactions of Praseodymium. Webelements. Тĕрĕсленĕ 6 Ҫӗртме уйӑхӗн 2009.


Лантаноидсем
Лантан | Цери | Празеодим | Неодим | Промети | Самари | Европи | Гадолини | Терби | Диспрози | Гольми | Эрби | Тули | Иттерби | Лютеци








ApplySandwichStrip

pFad - (p)hone/(F)rame/(a)nonymizer/(d)eclutterfier!      Saves Data!


--- a PPN by Garber Painting Akron. With Image Size Reduction included!

Fetched URL: http://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9F%D1%80%D0%B0%D0%B7%D0%B5%D0%BE%D0%B4%D0%B8%D0%BC

Alternative Proxies:

Alternative Proxy

pFad Proxy

pFad v3 Proxy

pFad v4 Proxy