Content-Length: 460650 | pFad | http://cv.wikipedia.org/w/index.php?title=%D0%9F%D0%B0%D1%80%D0%B8%D0%B6&veaction=edit&section=4

Париж — Википеди Контент патне куҫ

Париж

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Париж
фр. Paris
Хула гербĕ
Патшалăх: Франци
Регион: Иль-де-Франс
Никĕсленĕ: пирĕн эрăчченхи 3-мĕш ĕмĕр
Хула, çултан: пирĕн эрăчченхи 52-мĕш çул
Халăх йышĕ, пин çын: 2.138.551 (2020)
Хула лаптăкĕ: 105 км2
Геогр. анлăхĕ: 48°52′00″ ç. ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 2°19′59″ х.т.д.


Париж (фр. Paris [paˈʁi] Файл çинчен информаци итле) — Францин тĕп хули, Иль-де-Франс регионăн административлă центрĕ. Франци политикин, хуçалăхĕн, этеплĕхĕ-культурин центрĕ.

Эйфель башни — Парижăн чи паллă символĕ

Сена юханшыв хĕрринче ларать. Халăх йышĕ — 2,1 млн çын (2020); Европа пĕрлешĕвĕнчи хуласен рейтингĕнче пысăкăшĕпе 5-мĕш вырăнта тăрать[1].

Париж тата тĕнче шайĕнче питĕ паллă хула— кунта ЮНЕСКО, ОЭСР тата Тĕнче сутă-илу палатин штаб-хваттерĕсем вырнаçнă.

Париж Сена юханшыв хĕрринче, Ла-Манш тинĕс пырĕнчен 145 км аякрах, Париж айлăмĕ вырăнĕнче, тинĕс шайĕнчен 65 м çӳллĕрех вырнаçнă. Хулан лаптăкĕ — 105,40 км²; çурçĕртен кăнтăралла — 9,5 км, анатран тухăçалла — 18 км тăршшĕ. Парижа икĕ сехет хушшинче пĕтĕмпех утса тухма пулать.

Сена юханшыв

Хулан хальхи чиккисене 1860 çулта палăртнă. Париж хулин шутне анăçалла вырнаçнă Булон вăрманĕ тата тухăç енчи Венсен вăрманĕ те кĕрет.

Нумай вăхăт хушши Париж меридианне франци карттисем çинче нуль меридианĕ пек палăртнă. Париж меридианĕн йĕрне палăртакан медальонсене халĕ те чуллă çул, тротуар тата çуртсем çинче тупма пулать. Хулан географи координачĕсем: 48°50′ çурçĕр анлăхĕ тата 2°20′хĕвелтухăç вăрăмлăхĕ[2].

Париж вăтам климат ярăмĕнче вырнаçнă. Çулталăкри вăтам температура 10,9 °C (танлаштармалăх, Мускавра çак хисеп +5,8 °C танлашать), çулталăкри вăтам нӳрĕклĕх — 600 мм[3]. Парижăн микроклимачĕ Иль-де-Франс регионтинчен кăшт ылмашса тăрать: хулан тăвăрлăхне тата сывлăш тасамарлăхне пула сывлăш температури унта 2 °C çӳллĕрех; сывлăш нӳрĕкрех, кăнтăрла çутăлăхĕ сахалтарах, каçĕсем вара çутăрах.

Хулари чи шăрăх уйăх — утă (июль) — вăтам температури 19,0 °C, чи сивви — кăрлач (январь) —вăтам температури 3,1 °C. Çу уйăхĕ — чи çумăрли, вăтамран 64 мм; чи сахалли — нарăс уйăхĕнче, вăтамран 43,7 мм[4].

Метеосăнав историйĕнче палăрăнса юлнă чи шăрăх кун — 2019 çулхи утă уйăхĕн 25-мĕшĕ: ун чухне термометрсем +42,6 °C таран хăпарнă.

Уйăх Кăрлач Нарăс Пуш Ака Çу Çĕртме Утă Çурла Авăн Юпа Чӳк Раштав Çул
Вăтам çӳлли °C 7 9 13 16 20 23 24 25 21 15 9 8 15
Вăтам аялти °C 4 4 6 9 12 15 16 16 12 8 4 4 7
Çăлкуçĕ: MSN Weather 2008 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.

Демографи хыпарĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Аваллăхра, вăтам ĕмĕрсенче вĕçĕ-хĕррисĕр вăрçăсене, мур амакне тата выçлăха пула пурăнакансен йышĕ чылаях ӳкет. Тĕслĕхрен, 1832 çулхи холера эпидеми инкекĕнче 20 000 яхăн çын çĕре кĕрет.

XIX ĕмĕрти индустриализаци тапхăрĕнче этем йышĕ питĕ хăвăрт ӳсет. 1921 çулта йыш 3 миллиона çитет, çак цифра халиччен Парижăн историйĕнче чи пысăкки шутланать. Халĕ Парижра икĕ миллионран кăшт ытларах çын пурăнать. ООН пĕлтернĕ тăрăх, Париж агломерацийĕнче çын шучĕ пĕтĕмпе 11, 056 млна çитет[5].

Париж
халăхĕн улшăнăвĕ

1150 50 000
1200 120 000
1328 200 000
1365 275 000
1422 100 000
1500 150 000
1565 294 000
1590 300 000
1637 415 000
1680 515 000
1750 576 000
1789 650 000
1801 547 800
1810 714 600
1851 1 053 000
1872 1 851 702[6]
1881 2 240 000
1901 2 714 000
1926 2 871 000
1954 2 850 000
1975 2 300 000
1999 2 125 000
2007 2 143 000
Des villages Cassini

Франци тĕп хулин территорийĕ çинче Иль-де-Франс регионăн 19,3 % тата çĕршывăн 3,6 % халахĕ пурăнать. Çапла вара, Париж Францин чи йышлă çĕрĕ — 20 433 çын/км² — пулать. Халăх йышлăхĕ кашни тăрăхăн уйрăлса тăрать. Халăх сайрарах пурăнакан тăрăх — 12-мĕш (8 370 çын/çм²) — çак территорие Венсен вăрманĕпе 1-мĕш тăрăхăн (9 228 çын/км²) çĕрĕсене кĕртнипе пулать. Чи йышли — 40000 çын/çм²[7] ытла — Парижăн 11-мĕш тăрăхĕ.

Этнос йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1999 çулта Парижра 310 000 яхăн ют çĕр çынни пурăннă (ку хулан 14,5 % [8]). Пĕтĕмĕшпе илсен, иммигрантсем Португали, Алжир, Марокко çĕршывĕсенчен тата Европăпа Африкăран тухнă çынсем.

2012 çулхи перепиçĕн официаллă хыпарĕсем пĕлтернĕ тăрăх, Париж хулинче пурăнакансенчен: 135 853 çын Европăран тухнă, 112 369 çын — Магрибран тухнă иммигрантсем, 70 852-шĕ — Кăнтăр енчи Африкăпа Египетран, 5 059-шĕ — Турцирен, 91 297-шĕ — Азирен, 38 858-шĕ — икĕ Америкăран, 1 365-шĕ — Океанирен[9].

Хулан хунталакан — Парижри Таса Женевьева çветуй шутланать.

Халăхăн 80 % — христиансем (вĕсенчен 75 %-ĕ хăйсене католиксем теççĕ; вĕсенчен чылайăшĕ —латтин мешехиллĕ католиксем, теприсем — эрменпе висанти мешехиллĕ.

Административлă пайсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Парижăн 20 тăрăхĕ

Хăш чухне хулана çак пайсене уйăраççĕ: Paris intra-muros (тĕплĕн куçарсан: «хӳтлĕх ăшĕнче») — Париж хули хăй, тата Grand Paris («Мăн Париж») — хулапа хулаçум пурăну вырăнĕсем, Париж агломерацийĕ.

Париж официаллă 20 муниципаллă тăрăх çине пайланса тăрать, вĕсене варринчен тулашнелле тата сехет сăнни куçнă май нумĕрленĕ. Кашни тăрăх тăватă квартала пайланать, кашнин хăйĕн полици уйрăмĕ пур.




Тăванлă хуласем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Париж мэрийĕ (Отель-де-виль)

Тăванлă хуласем[10]:

  • Рим, Итали (1956) — Парижăн пĕртен-пĕр тăванлă хули (çакăн пек лару-тăру «Париж çеç Рима тивĕçлĕ; Рим кăна Парижа тивĕç» (фр. Seule Paris est digne de Rome; seule Rome est digne de Paris) кăларăшпа çыхăннă).

Франци тĕп хули туслăхпа ĕçлĕх килĕшӳ хучĕсене çак хуласемпе ал пусса çирĕплетнĕ:

Le Figaro Пичет çурчĕ.

Хула никĕсне хуни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хула пирĕн эрăчченхи III ĕмĕрте кельтсен паризи йăхĕ йышăннă хальхи Сите утравĕнчи Лютеци пурăну вырăнĕнче никĕсленĕ. Хулан хальхи ячĕ çак йăхран сыхланса юлнă. Лютеци пирки пĕрремĕш хут пирĕн эрăччен 53-мĕш çулхи Юлий Цезарь Галлипе вăрçнин 6-мĕш кĕнекинче çырнă.

Пирĕн эрăчченхи 52 çулта Рим хулана тӳрех туртса илесси ăнăçлă пулман, иккĕмĕш хут тапăнсан, паризисем Лютецие çулăма кĕртеççĕ, кĕперсене ишĕлтереççĕ. Римсем вара вĕсен утравне тĕкĕнмесĕрех, Сена сулахай çыранĕнче çĕнĕ хула туса лартаççĕ. Унта термсем, форум тата амфитеатр çĕкленĕ. Рим Империнче хула ытла паллах пулман.

Вăтам ĕмĕрсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Париж планĕ, 1223 çул.

Римсем хуçаланни 508 çулта франксем килсе кĕнипе вĕçленет.

Филипп II Август тапхăрĕнче хулан хӳтлĕхне çирĕплетеççĕ: 1190 çулта Сенăн сылтăм çыранĕнче, 1210 çулта — сулахай енче те хула хӳтлевне хăпартаççĕ. Çав вăхăтрах Парижăн анăç тулашĕнче Лувр карманне туса лартаççĕ.

XI ĕмĕртен пуçласа Париж — европа çутĕçĕн, пирваях, тĕнĕн, тĕп вырăнне пулса тăрать. XIII ĕмĕрте, вĕрентӳçĕсем хушшинчи тавлашусене пула, сулахай çыранĕнче (хальхи Латтин кварталĕ) «никама пăхăнман» колледж йĕркеленет, каярах вĕсенчен паянхи Сорбонна çуралать.

XIV ĕмĕрте хулана юханшывăн сылтăм çыранĕнчен тепĕр хӳтлĕхпе хупăрлаççĕ, халĕ çак вырăнта Мăн Бульварсем.

Çĕнĕ самана

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Бастилие кĕрешсе илни.

Людовик XIV вăхăтĕнче патша кил вырăнĕ Версале куçса каять, анчах та Париж хуçалăхĕ аталанса пынă, çын йышĕ ӳснĕ май çавах Францин политика тĕп шайне алран ямасть.

1844 çулта хула тавра виççĕмĕш карман хӳтлĕхне хăпартаççĕ, халĕ çав тĕлте хулан çавра ункă çулĕ выртать. Çывăх тавралăхĕнче 39 çухрăм тăршшĕллĕ çирĕплетӳ йĕрĕсене туса хунă, 16-фортлăскер, хăй вăхăтĕнче чи хăват хӳтĕлев çурт-йĕрĕ шутланнă.

Эйфель башни 1889 çулхи Пур тĕнче куравĕ тĕлне тӳпене хăпартнă.

XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче Парижра 21 Пур тĕнче куравĕсенчен 5-шĕ иртет, çакă ĕнтĕ хулан этеплĕх тата политика сĕмне палăртать. 1871 çулта икĕ уйăх хушши хула Париж коммуни аллинче пулнă.

XIX ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче тата XX ĕмĕрĕн пĕрремĕш вунçуллăхĕнче («Паха тапхăр»), Франци хуçалăхĕн нихçан пулман пысăк аталану тапхăрĕ пулать.

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче хулана нимĕç вермахчĕ оккупацилет, çак намăс-хĕнлĕхрен хула 1944 çулхи çурла уйăхĕнче çеç хăтăлать.

1968 çулхи çу уйăхĕнче Парисра йышлă пăтранчăксем тапранаççĕ, ку пулăм ертӳлĕхе çеç мар, пĕтĕм этем пĕрлĕхĕн менталитетне, франци çыннисен чун-чĕмлĕхне те улăштарать.

2015 çулхи чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Парижра терактсен серийĕ иртет: «Стад де Франс» стадионта, «Контуар Вольтер» кафере взрывсем тăваççĕ, темиçе ресторанта çынсен пере-пере пăрахаççĕ, «Батаклан» театрта çынсене тыткăна илеççĕ. Çак усал ĕçсене «Ислам патшалăхĕ» террористла ушкăн тунă.

Нумай çын Париж хулине чи романтикăллă хуласен шутне кĕртет[11].

Париж курăмĕ Монпарнас башни çинчен

Транспорчĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Парижăн ункăллă çулĕ

Чукун çул транспорчĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чукун çулăн йĕрĕсем Париж вокзалĕсене Францин пур çĕрĕсемпе тата куршĕ çĕршывсемпе çыхăнтараççĕ. Хула вокзалĕсенене пĕрлĕ усă куракан çĕр çинчи транспортпа çитме пулать.

Япала турттарма Лё Бурже вокзалĕпе ус кураççĕ.

Пĕрлĕхи халăх транспорчĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çутĕçпе ăслăлăх

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Францин чи чаплă аслă пĕлӳ керменĕсем унăн теп хулинче вырнаçнă.

Чи паллă Париж университечĕ — Сорбонна, ăна 1257 çулта Робер де Сорбон чухăн çынсене Турă пĕлуне парас тĕллевпе йĕркелесе янă[12]. Сорбонна питĕ хăвăрт (хăйĕн ятне университет XIV ĕмĕрте çеç тивĕçнĕ) Парижăн та, Францин та чи чаплă пĕлӳ вырăнĕ пулса тăрать. Сорбонна тавра Латин кварталĕ чăмăртанать, çак ят каярах урăх хулари студентсен кварталĕсене те куçать. 1968 çулта Парис университетне улăштарнă та 13 ирĕклĕ аслă пĕлӳ керменĕ туса хураççĕ, вĕсенчен 5-шĕ халĕ Париж çумĕнче вырнаçаççĕ[13].

Парижрах Франци институчĕ те (Institut de France) вырнаçнă, ун çумĕнче 5 академи, вĕсенчен чи мăнни тата чи чаплă институт шутне 1803 çулта кĕнĕ Франци Академийĕ шутланать. Франци Академийĕ Валентэн Конрар 1629 çулта йĕркеленĕ париж Литература кĕтесĕнчен çуралать. Патшалăх ăслăлăх тĕпĕн статусне Академи 1635 çулта тивĕç пулать[14].

Урăх чаплă пĕлӳ керменĕсен шутне Коллеж де Франс, Политехника шкулĕ, Аслă виçе-йĕрке шкулĕ, Католици институчĕ, Ту ĕç институчĕ тата Наци тытăмлăх институчĕ кĕрет.

Наци вулавăшĕн кивĕ çуртĕнчи çавра залĕ

Хула тăвасси

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Архитектура

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Этеплĕх, вăхăт ирттересси

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Франци патшисен пулнă кил йăвинче 1793 çулта уçнă Лувр музейĕнче тĕнчери паллă пухăвĕсенчен пĕри упранать. Коллекци шутĕнче аваллăхран пуçласа XIX ĕмĕрĕн вĕçне çити тапхăрне кĕрекен 30 000 экспонат.

Çутатнă кантăк пирамидăллă Лувр.

Орсе музейĕ малтан чукун çул Орсе вокзалĕ пулнă çуртĕнче, Сена çыранĕнче вырнаçнă. Вокзал çуртне Парижпа Орлеана çыхăнтарас тĕллевпе Виктор Лалу ĕç тăвăмĕпе 1900 çулта туса лартнă, анчах та 1939 çулта хупнă. 1980-мĕш çулсенче Гае Ауленте ертсе пынипе çурта çĕнетсе улăштарса çĕнĕ музей тунă. Орсе музейĕнче франци импрессионисчĕсен коллекцийĕпе паха. Вĕсемпе пĕрле кунта 1848 —1914 çç. тапхăрти ӳкерчĕксене, скульптурăсене, фотографисене тата сĕтел-пукана кăтартаççĕ.

Орсе музейĕн ăшĕ.
Гарнье опери, мăн залĕ.

Париж опери опера ӳнерлĕх аталанăвне нумай ӳсĕм панă. Паян Парижра опера икĕ театрĕ: Гарнье Оперипе Бастили опери. 1875 çулта уçăлнă, архитектор ячĕллĕ Гарнье опери (лаптăкĕпе 11 237 м²) тĕнчипе те чи пысăкки шутланать. Çĕнни — Бастилия опери — 1989 çултанпа ĕçлет. Уçăлнăранпах унта балет тата классика опера спектаклĕсене лартаççĕ.

Чаплă Комеди Франсез 1680 çулта малтанхи Мольерăн темиçе ушкăнлă Illustre Théâtre театăрĕнчен çуралать. Комеди Франсез сценинче Сара Бернар тата Жан-Луи Барро пеккисем вылянă. Халĕ театр куракансене классика репертуарĕпе хавхалантарать.

Варьете кăмăллакансем валли Парижра темĕн чухлĕ кабаре. Чи паллисем — Мулен Руж, Лидо тата Латтин кварталĕнчи Парадиз Латтин.

Синематограф

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Синематограф курăм ӳнерлĕхĕ Парижра 1895 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче çуралать. «Люмьерсен синематографне»Капуцинок бульварĕнчи «Гран-кафере» пĕрремĕш хут кăтартаççĕ. Çакă тĕнче историйĕнче кăтартнă пĕрремĕш фильм пулнă.

Çавăн пекех вулăр Франци синематеки.

Гастрономи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Кафе де Флор, Сен-Жермен бульварĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]











ApplySandwichStrip

pFad - (p)hone/(F)rame/(a)nonymizer/(d)eclutterfier!      Saves Data!


--- a PPN by Garber Painting Akron. With Image Size Reduction included!

Fetched URL: http://cv.wikipedia.org/w/index.php?title=%D0%9F%D0%B0%D1%80%D0%B8%D0%B6&veaction=edit&section=4

Alternative Proxies:

Alternative Proxy

pFad Proxy

pFad v3 Proxy

pFad v4 Proxy